МБУК "Централизованная библиотечная система"Алатырского района Чувашской Республики



Меню сайта





 

  
 



Алатырский район
  

Главная » 2018 » Октябрь » 19 » Вулавӑшра хӑнара
16:05
Вулавӑшра хӑнара

Юпа уйӑхӗн 16 – мӗшӗнче, 2 – класра вӗренекен шкул ачисем Суйкӑнри вулавӑшра хӑнара пулчӗҫ.

Пӗчӗк вулаканӑмӑрсене, Кӗнекесен тӗнчинче, вулавӑш ӗҫченӗ Светлана Петровна кӗтсе илчӗ. Вӑл ачасене кӗнекесемпе мӗнле усӑ курмалла, вӗсем хӑвӑрт ан илемсeрленччӗр тесен мӗнле упрамалли ҫинчен каласа пачӗ. Ҫӗнӗ кӗнекесемпе, журналсемпе паллаштарчӗ. Кӗнеке ҫинчен ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, тĕрлĕ сăвă-юмахсенчен хатĕрленĕ тупмалли юмахсен тупсӑмне пӗлчӗҫ. Питĕ маттур та тавçăруллă иккен пĕчĕкскерсем. Вĕсене вулавӑш ӗҫченӗ малашне те кĕнекепе туслă пулма чĕнсе каларĕ.

Просмотров: 189 | Добавил: Nikolay | Рейтинг: 0.0/0
Всего комментариев: 0
Имя *:
Email *:
Код *: